Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пулӑ тытасси

Ял пурнӑҫӗ

Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпара хӗлле пулӑ тытма юратакансем тупӑшнӑ. Ӑмӑртуҫӑсем Яманчӳрелпе Пикшик ялӗ хушшинче вырнаҫнӑ плотинӑна пухӑннӑ.

Кун пек фестивале вӗсем иккӗмӗш хут ирттереҫҫӗ. Пӗлтӗр «Елчӗк» команда ҫӗнтернӗ. Кӑҫал вӗсем ӑмӑртӑва алран алла куҫакан кубока йӑтса килнӗ. Вӑл вара кӑҫал «Лаш Таяпа» команда аллине куҫнӑ. Вӗсем пуринчен те нумайрах пулӑ тытнӑ.

Аслӑ Елчӗкри Виталий Иванович Орехов чи пӗчӗк пулла ҫаклатнӑ. Вӑлах пӑра пуринчен малтан катнӑ.

Патреккел ялӗнчи Смирновсем ҫемйипех килнӗ: ашшӗ, ывӑлӗ тата хӗрӗ. Мероприятие Александр Анатольевич Дмитриев фермер йӗркеленӗ. Вӑл пулӑ тытма, сунара ҫӳреме кӑмӑллать. Ҫакнашкал ӑмӑрту ирттернӗшӗн халӑх кӑмӑллӑ юлнӑ.

Сӑнсем (60)

 

Ял пурнӑҫӗ

Пулӑ тытма кӑмӑллакансем ҫанталӑкӑн кирек хӑш пулӑмӗнче те ӑмӑртусем йӗркелеме май тупаҫҫӗ.

Ҫак кунсенче Аслӑ Елчӗк ялӗ ҫумӗнчи Тӗпсӗр кỹлӗ тӗрлӗ ỹсӗмри ҫынсен сассипе тулнӑ. Пулӑ тытма юратакансем В.Н.Грядкин милици майорне асӑнса йӗркеленӗ пулӑҫсен ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ, тӗрлӗ конкурсра тӗрӗсленнӗ. Елчӗк ялӗн «Ржавый крючок» команди (ертỹҫи Д. Кузнецов) чи пултарулли пулнӑ. Аслӑ елчӗксен «Клевая рыбалка» (А. Мешков), Елчӗксен «Рыбаки» А. Кудряшов командисем иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ. А. Тябуков «Чи пысӑк пулӑ тытакан», Д. Кузнецов «Чи нумай пулӑ тытакан» номинацисенче ҫӗнтернӗ.

Хаваслӑ тӗлпулу тутлӑ пулӑ шỹрпипе сӑйланнипе вӗҫленнӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ Ҫӑкалӑхсем — пулӑра
Ҫӑкалӑхсем — пулӑра

Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӑкалӑх ял клубӗнче А.П.Тимофеевапа А.А.Михетова «Пулӑ, кӗр!» конкурс ирттернӗ. Унта кашниех хутшӑнма пултарнӑ. Кӑмал тунисем вӑлта йӑтса пӗве хӗррине утнӑ.

Конкурса хутшӑннисем пӗр сехет пулӑ тытнӑ. Пӗве ҫывӑхӗнче пулӑ тытмалли вырӑна хӑйсемех суйланӑ. Пӗр сехет иртсен ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене палӑртнӑ.

Коля Комячов 839 грамм пулӑ тытса виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Вика Семенова 865 грамм пулӑ тытнӑ. Вӑл иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Антон Кошелев – ҫӗнтерӳҫӗ. Вӑл пӗверен 1.142 грамм пулӑ кӑларнӑ.

Камила Измайлова конкурса хутшӑннӑ чи кӗҫӗн ача пулнӑ. «Чи туслӑ ҫемье» номинацире Кошелевсем ҫӗнтернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене парнесемпе хавхалантарнӑ. Изабелла Дмитриевапа Вячеслав Семенов тытнӑ пулӑран шӳрпе пӗҫернӗ.

Сӑнсем (6)

 

Хулара

Пушӑн 1-мӗшӗнче Шупашкарта пулӑҫсем пухӑннӑ. Мӗн сӑлтавпа тетӗр-и? Тӗп хулара «Шупашкарта пулӑ тытни» уҫӑ фестиваль иртнӗ. Шупашкар хула пуҫлӑхӗн Леонид Черкесовӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн чылай пулӑҫӑ тупӑшнӑ.

Кӳлмеке Чӑваш Енри хуласемпе районсенчи хастарсем пухӑннӑ. Ҫавӑн пекех кӳршӗ тӑрахрисем те ҫитнӗ теҫҫӗ.

Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене, куракансене Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов саламланӑ. Вӑл уҫӑ сывлӑшпа киленесси — пулӑ тытасси — халӑх хушшинче анлӑ сарӑлнине палӑртнӑ. Ӑмӑртӑва уйрӑм ҫынсем кӑна мар, ҫемьесем те хутшӑннӑ. Леонид Черкесов вӗсене чунран тав тунӑ, пурне те ӑнӑҫу тата лайӑх кӑмӑл суннӑ.

Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсемпе килӗшӳллӗн ҫӗнтӗрӳҫӗсене темиҫе номинацире палӑртнӑ: «чи нумай пулӑ тытакан», «чи пысӑк пулӑ тытакан», «чи ҫамрӑк пулӑҫ», «ӑста пулӑҫ» тата «чи хастар хӗрарӑм пулӑҫ».

 

Хулара

Мӗнле кӑна ӑмӑрту шутласа кӑлармаҫҫӗ пулӗ! Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта пулӑ тытассипе уҫӑ фестиваль иртмелле. Ҫавна май «Чи лайӑх пулӑ шӳрпи» курав-конкурс йӗркелӗҫ. Пуринчен аван пӗҫерекене хула пуҫлӑхӗн парнипех чыслӗҫ.

Хирти тӗпеле Шупашкар кӳлмекӗн лаптӑкӗнче, Сӑваплӑ Троицки мӑнастирь ҫывӑхӗнче, йӗркелӗҫ. Ҫимӗҫе пилӗк баллӑ системӑпа хаклассине пӗлтереҫҫӗ: палатка сӑн-сӑпатне, сутуҫӑн сӑн-питне, ҫимӗҫе епле хунине, апат тутине тата ӑна хатӗрленин кӑткӑслӑхне кура.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=101016
 

Муркаш районӗнче ҫулсерен районти сусӑрсен пӗрлешӗвӗн пайташӗсем хушшинче «Тытӑн пулӑ, пӗчӗкки те пысӑкки те» ятпа пулӑ тытассипе ӑмӑрту ирттерес йӑлана тӑсаҫҫӗ.

Ҫутҫанталӑкра иртекен мероприятине сусӑрсем уйрӑмах кӑмӑллаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пулӑ тытма юратакансем ирхи хӗвел шевлипе вӑранса пӗвӗ хӗррине аннӑ. Кунта пулӑ тысасси — тӗп тӗллев мар. Сусӑрсене пӗрлӗ пуҫтарӑнса шӳтлесе ларни, ҫутҫанталӑк илемӗпе килленсе ларни — савӑнӑҫ кӳрет.

Ӑмӑртусем пулӑ тытассипе кӑна мар пулнӑ, мероприятийӗ хутшӑнакансем хаваспах дартс, шашка вӑййисене вылянӑ тата ытти кӑмала ҫӗклентерекен вӑйӑсене хутшӑннӑ.

Кӑнтӑр еннелле выҫма ӗлкернӗ халӑха вара пулӑ шӳрпи савӑнтарнӑ. Ӑмӑртӑва хутшӑннӑ сусӑрсене кӑҫалхи вӗсем валли йӗркеленӗ мероприяти кӑмӑла туллинех тивӗҫтернӗ.

Сӑнсем (12)

 

Ку инкек иртнӗ шӑматкун пулнӑ. Сыхланакана Турӑ сыхлать тенине аса илтерме тивӗҫ вӑл.

Куславккара пурӑнакан 41 ҫулти вӑй питти ҫав кун икӗ тусӗпе Атӑл юханшывӗ хӗрне пулла кайнӑ. Кун пек пулӑма епле паллӑ тумӑн-ха тенӗ-ши мӑнтарӑнсем?.. Аванах ӗҫнӗ иккен. Унтан 41 ҫулти арҫын резина кимӗ ҫине ларса утрав енне ишме шут тытать. Пӗрле пулнисем тусӗ ҫула хускалнине сиссе те ӗлкӗреймен имӗш. Шывра чӳхенсе тӑракан кимме асӑрхасан тусӗ унтах ҫывӑрса кайнӑ пуль тесе те шухӑшланӑ иккен. Анчах кимӗ пушшине ӑнланнӑ хыҫҫӑн ҫӑлавҫӑсене чӗнсе илнӗ. Лешсем арҫын виллине ҫырантан инҫех мар тупнӑ…

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне питӗ лайӑх иртӗ. Шӑпах халӗ тахҫанах канӑҫсӑрлантарнӑ ыйтусене татса пама пултаратӑр. Ертӳлӗх сире урӑхла хаклама тытӑнӗ, шухӑшне лайӑх енне улӑштарӗ. Ӗҫре сӑмах патӑр тӑк ӑна тытӑр, уйрӑмах — килӗшӳсем тунӑ чухне.

Ҫурла, 28

1895
131
Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ ҫурланӑ.
1923
103
Теплов Пётр Николаевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗпе ӗҫлекен ҫуралнӑ.
1928
98
Алексеев Иван Алексеевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ.
1928
98
Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог ҫуралнӑ.
1932
94
Чумакова Тамара Ивановна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
1937
89
Козлова Раиса Порфирьевна, паллӑ библиотекарь ҫуралнӑ.
1943
83
Гудошникова Людмила Яковлевна, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, химик-технолог ҫуралнӑ.
1946
80
Сизов Валентин Петрович, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ
1946
80
Акимов Александр Петрович, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ.
1958
68
Григорьев Леонид Максимович, «Чӑашметалл» АУО тӗп директорӗ ҫуралнӑ.
1958
68
Тимӗр-бетон конструкцисен 9-мӗш Шупашкар савутне (ЖБК №9) никӗсленӗ.
1959
67
Сосновка посёлока Шупашкар хула чиккине кӗртнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та